Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Киноматографистсен пӗрлешӗвӗ

Ӳнер

Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртессине маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Анчах унта хутшӑнас текенсенчен заявкӑсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ. Кино ӳкерекенсен ҫапах та тепӗр фестивале хутшӑнма май пур. Ку вӑл — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» иккӗмӗш кинофестивалӗ.

Фильм ӳкерекенсен конкурсӗн положенине республикӑри кинематографистсен пӗрлешӗвӗ кӑҫалхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче иртнӗ пухурах ҫирӗплетсе хӑварнӑччӗ.

«Асам» юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен иртӗ. «Лучший художественный фильм» (чӑв. Чи лайӑх илемлӗ фильм), «Лучший документальный фильм» (чӑв. Чи лайӑх документлӑ фильм), «Лучший короткометражный фильм» (чӑв. Кӗске метражлӑ чи лайӑх фильм), «Лучший анимационный фильм» (чӑв. Анимацилле чи лайӑх фильм) номинацисемпе ҫӗнтернисене ҫулсерен ҫу уйӑхӗнче иртекен Шупашкарти кинофестивале сӗнессине пӗлтереҫҫӗ.

Фестивале чӑвашла тата вырӑсла фильмсене йышӑнаҫҫӗ.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/62.html
 

Ӳнер

Авӑн уйӑхӗн 23—24-мӗшӗсенче Турцири Стамбул хулинче «Тюркская культура и тюркское мировоззрение» (чӑв. Тӗрӗк культури тата тӗрӗк тӗнче курӑмӗ) ятпа документлӑ фильмсен Пӗтӗм тӗнчери кинофестивалӗ иртӗ.

Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса Турцири тата тӗрӗк чӗлхеллӗ ҫӗршывсенчи тата пӗр тӑван общинӑсене кӗрекенсен ирӗк пулнӑ.

Фильма темиҫе режиссер пӗрле пулса ӳкернӗ пулсан кинолентӑна пӗр режиссерӑн хӑйӗн ячӗпе заявка тӑратмалла, ыттисенчен ҫырса ирӗк илмелле пулнӑ. Конкурса 2010 ҫултан пуҫласа кӑҫал таран ӳкернӗ фильмсене тӑратма юранӑ. Ытти фестивальте ҫӗнтернӗ ӗҫсемпе те тупӑшӑва тухма чарман.

Турцири кинофестивале хутшӑнас тесен фильмӑн е тӗрӗк чӗлхипе, е кинолента валли тӗрӗк е акӑлчан чӗлхипе субтитрсем пулмаллине те пӗлтернӗччӗ йӗркелӳҫӗсем маларах. Тата тепӗр услови — пӗр сериллӗх. Ӗҫсене иртнӗ уйӑхра йышӑнма пӑрахнӑ.

Кинофестиваль сайчӗ: http://www.turkbelgesel.com.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/61.html
 

Культура

Ыран, кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ. Вӑл 113 ҫул каялла ҫут тӗнчене килнӗ. Чӑваш культуринче пысӑк йӗр хӑварнӑскерне ыран унӑн вилтӑпри ҫине кайса асӑнма шутлаҫҫӗ. «Мир Луксор» кинотеатр умӗнче 10 сехет ҫурӑ валли пухӑнӗҫ.

Чечек кайса хунӑ хыҫҫӑн 14 сехетре Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлешӗвӗн хастарӗсем Чӑваш наци музейӗн конференц-залӗнче «Кинори ӗҫ ҫыннийӗ» ятлӑ проекта уҫӗҫ. Ӑна Раҫҫейри кино ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑ.

Проект — Чӑваш Республикин киноматографистсен пӗрлешӗвӗн тата Чӑваш наци музейӗн пӗрлехи ӗҫӗ. Кашни уйӑхрах тӗрлӗ кинематографистсене халалласа тӗлпулусем ирттерме палӑртнӑ. Ыранхи мероприяти Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунне тата Ҫеҫпӗл фильм экран ҫине тухнӑранпа 45 ҫул ҫитнине халалласа иртӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://avan-kino.com/a/news/50.html
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ